Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх отраслӗнчи объектсене юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне хатӗрлесе ҫитермелле. Кун пирки паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура республикӑн строительство министрӗ Олег Марков шантарнӑ. Хальхи вӑхӑта илсен, объектсен 84,5 процентне хатӗрлесе ҫитернӗ. Тӗп ӗҫене ҫитес уйӑхӑн ҫурри тӗлне вӗҫлесшӗн, юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне вара ҫуртсем хатӗрри пирки паспорт илме палӑртаҫҫӗ.
Кунсӑр пуҫне тата кӑҫал республикӑри нумай хваттерлӗ 119 ҫурта тӗплӗ юсамалла. Михаил Игнатьев Строймина ӗҫе ҫирӗп тӗрӗслесе тӑма хушнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарсене вара ӳпкев сӑмахӗ те лекнӗ. Унти темиҫе ҫуртра ҫивитти шӑтнине пула шыв анать иккен. Вӗсене юсама подряд организацине вӑхӑтра палӑртманшӑн республика пуҫлӑхӗ хула влаҫӗсене хурланӑ. Шупашкар хула влаҫӗсене вара Николаев урамӗнчи ҫула хӑвӑртрах туса пӗтерме хушнӑ. Вӑл ҫул, ҫитменнине, ял хуҫалӑх пасарӗ патне транспорта кайма кирлӗ.
Чӑваш музыка фольклорне пухаканӗ, чӑваш халӑх музыка инструменчӗсене тӗпчекенӗ тата хатӗрлекенӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Николай Эриванов паян 75 ҫул тултарчӗ. Вӑл Патӑрьел районӗнчи Вӑрманхӗрри Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ.
Николай Эриванов Шупашкарти Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищине вӗренсе пӗтернӗ. Мускаври Чӑваш халӑх хорӗн концертмейстерӗ-баянистӗнче, Комсомольскинчи ача-пӑча музыка шкулӗн директорӗнче, Чӑваш Республикин халӑх пултарулӑхӗн ҫуртӗнче фольклор енӗпе методистра ӗҫленӗ. 1970 ҫултанпа вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти химиксен Культура керменӗ ҫумӗнчи «Сӑрнай» халӑх фольклор ансамбльне ертсе пырать. Вӑл 110 ытла юрӑ кӗвӗленӗ. 40 ытла юрӑ, хор, инструментпа каламалли хайлавсем Чӑваш радио фондӗнче упранаҫҫӗ.
Ачасен интересӗсене хӳтӗлессипе туса ирттермелли ӗҫсене пурнӑҫлассипе ҫак эрнере координаци канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Республикӑн вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов унта сусӑр ачасен пурнӑҫне ҫӑмӑллатас ыйтусем тавра тухса калаҫнӑ.
Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра сусӑр ачасен хисепӗ 5 пине яхӑн. Вӗсенчен 1 150-шӗ — шкул ҫулне ҫитменнисем. Сусӑрсене вӗрентме ятарлӑ учрежденисем пур. Хӑшӗсем вара муниципалитет шкулӗсенче те ӑс пухаҫҫӗ. Пӗлтӗр вӗсенче 2 100 ача вӗреннӗ. Ку йышран 210-шӗ пӗлӗве дистанци мелӗпе шӗкӗлченӗ, 507-шӗ патне учительсем киле пырса ҫӳренӗ. Ҫапах та сусӑрсене вӗрентессинче йӑлтах кал-кал теме ҫук. Шкулсенче логопедсемпе дефектологсем ҫитмеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫавӑн йышши 71 специалист тӑрӑшать. Вӗсенчен пысӑк йышӗ, 55 логопедпа дефектолог, тӗп хулари шкулсенче ӗҫлет, Ҫӗнӗ Шупашкарта — 6 специалист, Ҫӗрпӳ хулинче тата Ҫӗмӗрле районӗнче — 2-шер, Улатӑрпа Канаш хулисенче. Вӑрнар, Хӗрлӗ Чутай, Вӑрмар тата Шупашкар районӗсенче — пӗрер.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче тухнӑ инкек ҫинчен эпир маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Аса илтеретпӗр, асӑннӑ кунне каҫ-кӳлем тӗлнелле Атӑлта ултӑ ҫамрӑк ларса килекен моторлӑ кимӗ ӑнсӑртран ҫаврӑнса ӳкнӗ, вара ҫакна пула кашни шыва кӗрсе ӳкнӗ. Пиллӗкӗшӗ ҫӑлӑнма пултарнӑ, 16-ҫулхи хӗр вара путса вилнӗ. Хӗрен виллине вара эрнерен Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш ялӗ ҫумӗнче ял ҫыннисем асӑрханӑ пулнӑ.
Тухнӑ инкекшӗн явапне вара 27 ҫулхи кимӗ хуҫин тытмалла пулать. Чӑваш Енӗн СКР йӗрлев управленийӗ тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх инкек тухнӑ кунне моторлӑ кимӗн хуҫи ӳсӗр пулнӑ, пӗчӗк карапа ҫӳреме унӑн прави те пулман, унсӑр пуҫне кимӗре 4 ҫын вырӑннӗ (унта тӑваттӑн кӑна ларма пултарнӑ) улттӑн ларса пынӑ, ҫӑлӑнмалли жилетсем те пулман.
Ҫак кунсенче суд Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 27 ҫулхи ҫамрӑка «асӑрханулллӑ пулмасӑр ҫын пурнӑҫне татнӑ» статьяпа «айӑплӑ» тесе йышӑннӑ. Ӑна вара 9 уйӑхлӑх колонийе леҫмелле тунӑ.
Те пурнӑҫ самани улшӑнса пынӑ майӑн хӗрарӑмсем хӑйсен ятне варалама тытӑнчӗҫ. Кашни кун тенӗ пек массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пире амӑшсен явапсӑрлӑхӗ ҫинчен пӗлтереҫҫӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта пулса иртнӗ пулӑм вара тепӗр хут хӗрарӑмсем хӑйсен ӑшри амӑш инстинктне ҫухатма тытӑннине ҫирӗплетсе парать.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 30 ҫулхи хӗрарӑма «асӑрхануллӑ пулмасӑр хӑйӗн икӗ уйӑхри ачине вӗлернӗ» статьяпа айӑплаҫҫӗ. Паяна вӑл суд йышӑнӑвне кӗтет.
Йӗрлев тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх ҫамрӑк амӑш пепкене ҫуратнӑ хыҫҫӑн та хаяр шӗвӗксене ӗҫес йӑлана пӑрахӑҫламан. Чӑваш Ен йӗрлев комитетӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх пӗр кунхине хайхи хӗрарӑм «хӗренкеленнӗ» хыҫҫӑн хӑйӗн пепкене кӑкӑр пама шутланӑ, хӑй вара ачине ҫитернӗ чухнех ҫывӑрса кайнӑ пулнӑ. Унтан хӑй сисмесӗрех ачи ҫине хӑпарса выртнӑ пулать, лешӗ сывлайми пулса ларнӑ. Ҫапла вара пӗчӗк тӗпренчӗкӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ та.
Суд-хими экспертизи пӗтӗмлетӗвӗ инкек пулнӑ вӑхӑтра хӗрарӑм ӳсӗр пулнине ҫирӗплетсе панӑ. Амӑш айӑпне пула вилнӗ икӗ уйӑхри хӗрачан юнӗнче те этил спиртне асӑрханӑ пулнӑ.
Вӗрентекенсем хушшинче тем тӗрлӗ конкурс та ирттернӗрен хӑш вӑхӑтра вӗрентсе ӗлкӗреҫҫӗ-ши тесе те калас килет… Халӗ, акӑ, пуҫламӑш тата вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан учрежденисенче тӑрӑшакансем «Раҫҫей ӑстасемпе палӑрса тӑрать» конкурса хатӗрленеҫҫӗ. Ун йышшин республикӑри конкурсӗ маларах иртнӗ те, ҫавӑнта ҫӗнтернисем халӗ ҫӗршыв шайӗнчи ӑмӑртӑвне хутшӑнӗҫ. Унта Шупашкарти 2-мӗш, 4-мӗш, 23-мӗш училищесенче, 12-мӗш лицейре тата Ҫӗнӗ Шупашкарти политехника техникумӗн пӗрер преподавателӗ 11 ӗҫпе хутшӑнӗҫ.
Хысна резина пек тӑсӑлмасть те ӗнтӗ, укҫана валеҫиччен ӑна ӑҫта ямалли пирки ҫиччӗ виҫме тивет. Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсене аталантарасси ҫум программӑпа килӗшӳллӗн уйӑракан укҫана тивӗҫессишӗн республика шайӗнче конкурсах ирттернӗ. Пӗтӗмпе 75 учреждени хутшӑннӑ иккен.
Территорие хӑтлӑх кӳме уйӑраканнине Ҫӗрпӳ районӗнчи «Ҫӑлтӑрчӑк», Ҫӗнӗ Шупашкарти туберкулезпа чирлисен «Чебурашка», Шупашкарти 134-мӗш ача-пӑча пахчи тивӗҫнӗ. Вӗсене кашнинех 48-шар пин тенкӗ лекӗ.
Шкул ҫулне ҫитменнисен ӗҫӗнче ҫӗнӗ меслетсене аталантарма вара тупра йӑлтах Шупашкарта сапаланӗ. 65 пиншер тенке тӗп хулари 75-мӗш, 168-мӗш, 23-мӗш ача пахчисем илӗҫ.
Ӗҫ укҫи парӑмӗ ӳссе пырать. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ Regnum хыпар агентстви Чӑвашстат хыпарланине тӗпе хурса.
Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗ тӗлне ӗҫ укҫи парӑмӗ республикӑра 7,0 миллион тенке ҫитнӗ иккен, ку вӑл иртнӗ ҫулхи ҫав кунхипе пӑхсан 2,2 миллион тенкӗ нумайрах иккен. Пӗчӗк усламҫӑсем епле ӗҫленине калама йывӑр — ӗҫ укҫипе ҫавӑн чухлӗ парӑм пухса янисен шутне статистсем вӗсене кӗртмен. Ял хуҫалӑхӗ, сунар тата вӑрман хатӗрлес енӗпе тӑрӑшакан предприятисем вара вӑхӑтра татӑлманни пулкалать-мӗн. Маларах каланӑ парӑмран 58,4 проценчӗ шӑпах ҫавсене тивет те иккен. Тепӗр чӗрӗк пайӗ электроэнергетика предприятийӗсен тӳпи.
Ӗҫ укҫипе парӑма кӗменнисен шутӗнче — 17 районпа Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисем. Вӑхӑтра татӑлманнисен списокне 3,9 миллион тенкӗ пухса янӑ Муркаш районӗнчи предприятисем тата 1,7 миллионлӑ улатӑрсем кӗнӗ.
Кӑҫал республикӑра шыв-шурта пурӗ 39 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ку хисеп чӑннипех те хӑрушӑ. Шывра путса вилнин сӑлтавӗсем тӗрлӗрен. Чи пӗлтерӗшлисем — этемӗн явапсӑрлӑхӗ, йӗркене пӑхӑнманлӑхӗ тата айванлӑхӗ. Тӗленмелле эпир ҫынсем, инкек тухма пултарассине пӗлетпӗр, ҫапах ҫутҫанталӑк, общество саккунӗсене хирӗҫ кутӑн ашак пек кайса тӗрлӗ пӑтӑрмахсене лекетпӗр. Ӗҫ-пуҫ лайӑх вӗҫленсен юрӗ-ха, анчах хӑш чухне «вӑйӑран вӑкӑр тухать» каларӑш та пурнӑҫа кӗрет.
Ӗҫсен этем пуҫне ҫухатать тейӗн. Ҫурлан 5-мӗшнче Йӗпреҫ районӗнчи Кушакпуҫ ялӗнчи шыв-шурта тухнӑ инкек ҫакна тепӗр хут ҫирӗплетнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 30 ҫулхи арҫын хытах хӗренкеленнӗ хыҫҫӑн асӑннӑ ял пӗвин тарӑнӑшне тӗреслеме шутланӑ, шалаллах кӗрсе кайсан каялла тухма арҫын вӑй ҫитереймен. Каярах ун виллине шыв-шурти инкекрен хӑтаракан службӑн водолазӗсем кӑларнӑ.
Ҫурлан 6-мӗшӗнче тепӗр инкек Вӑрнар районӗнчи Туҫи Ҫармӑс ял ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ пӗвере тухнӑ. 48 ҫулхи ял ҫыннине пулӑра асӑрхануллӑ пулманни пӗтернӗ, сывлама пӑрахнӑскерне шывран ял ҫыннисем кӑларнӑ.
Алла укҫана ҫӑмӑллӑн илес текенсем пур вӑхӑтра та ҫитереклӗ пулнӑ. Ав, Ҫӗнӗ Шупашкарта та ун йышшисем «хуҫаланма» тытӑннӑ. Анчах та тӗрес мар майпа «пуйма» тытӑнакансен ӗҫӗ-хӗлӗ нумайлӑха тӑсӑлман — вӗсен те саккун умӗнче явап тытмалла пулӗ.
Ӗнер, ҫурлан 7-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта йӗрке хуралҫисем урапасен номерӗсен вӑррисене тытнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти Раҫҫей ШӖМ пайӗн полици ертӳҫи Дмитрий Георгиевский палӑртнӑ тӑрӑх икӗ вӑрӑ 20 ҫула та ҫитмен. Вӗсем икӗ уйӑх хушши патшалӑх номер паллисене вӑрласа пурӑннӑ, хыҫҫӑн вара шырлӑх курнӑ водительсене карас телефон балансне тултарма ыйтнӑ, унсӑр урапан номерне тавӑрса пама килӗшмен. Баланс суммине вара 1000 тенкӗрен пуҫласа 1500 тенкӗ таранах ыйтнӑ. Пӗтӗмпе 28 урапа хӑйсен патшалӑх номернӗ «ҫухатнӑ».
Паянхи кун вара икӗ вӑрра явап тытарассипе ыйтӑва татса параҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |